«Чĕвĕлти чĕкеç-2018» вăйă-конкурс.

«Чĕвĕлти чĕкеç-2018» вăйă-конкурс.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тутаркассинчи вӑтам пӗлӱ паракан шкулта вӗренекенсем регионта иртекен «Чӗвӗлти чӗкеҫ- 2018» вӑйӑ-конкурса пӗтӗм кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ. Иккӗмӗш класран пуҫласа 11-мӗш класс ачисем хӑйсен пӗлӗвне конкурсра кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Хутшӑнакансен йышӗ ҫулсеренех ӱснине палӑртмалла. Кӑҫал та шкулти кашни виҫҫӗмӗш вӗренекен конкурс ҫитессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ. Классем хушшинче уйрӑмах 8б, 6А, 6Б, 3Б, 3А,4а класс ачисем тӑрӑшуллӑрах пулчӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ » конкурсӑн ӗҫ пакетне уçиччен, пĕлтĕрхи çĕнтерӳçĕсене сăмах пачĕç.
Пĕлтĕрхи çĕнтерӳçĕсем пурне те ăнăçу сунчĕç. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурсӑн ӗҫ пакетне уҫма шкул завучне, Ольга Витальевна Степановăна шанчӗҫ. Конкурсри кашни хутшӑнакан хӑйӗн хуравӗ чи тӗрӗсси пуласса шанать. Конкурса ирттерме пулӑшнӑшӑн шкул администрацийӗ уйрӑмах А.В.Ишовӑна, Л.М.Васильевӑна тата пуҫламӑш класс вĕрентекенĕсене Р.М.Григорьевăна, Г.И.Мустаевăна, Э.С.Ивановăна пысӑк тав сӑмахӗ калать.