21 февраля. День родного языка.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ. Тăван чĕлхе кунĕ. Тăван чĕлхе! Эс – манăн чун çуначĕ! Эс пур чухне – эп катăк мар çынран! Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ Ютра çÿренĕ майăн ăнсăртран! Тăван чĕлхе! Эп сансăр – мĕскĕн, тăлăх, Эс пур чух – манăн кăкăрта кăвар! Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх, Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар! Анатолий Юман.
Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламласа паян шкулта пысăк уяв ирттертĕмĕр. 5а класс ачисем шкула ирех килнĕ. Кашни шкула килекене чăвашла тăхăннă ачасем чăваш юррипе кĕтсе илчĕç. 11 класри Анна А.хатĕрленĕ пысăк салам плакачĕ пурне те савăнтарчĕ. Хăй паян регионсен хушшинче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче район чысне хÿтĕлет. Ăна ăнăçу сунчĕç.
Уяв ячĕпе ачасем пĕр-пĕрне илемлĕ чăвашла çырнă открыткăсем парнелерĕç. Чăваш юррисене юрласа савăнчĕç.. Кĕçĕн класри ачасемпе чăваш вăййисем вылярĕç. 1а класс ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕ Галина Ильинична тăван чĕлхе кунне халалланă чăваш уявĕ ирттерчĕ. Класри кашни вĕренекен чăваш сăввине илемлĕ вуласа пачĕ. Илемлĕ чăваш юррине карталанса юрласа савăнчĕç. 5а класс ачисем те уява уява хутшăнчĕç, Чăваш Республикин гимне чи лайăх юрлакансем пулчĕç. Уяв ачасене питĕ килĕшрĕ, тăван чĕлхене юратма вĕрентрĕ. „Тăван чĕлхе! Эс- манăн чун çуначĕ” теме хистерĕ.