Уҫӑ уроксен кунӗ
Февралӗн 27-мӗшӗнче Тутаркассинчи вӑтам шкулта «Уҫӑ уроксен кунӗ» иртрӗ. Вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ шкулти пурнӑҫпа интересленни курӑнчӗ. Уроксенче ашшӗ-амӑшӗ пулни ачасен вӗренес туртӑмне, ответлӑхне ӳстерет. Ашшӗ-амӑшӗ те вӗрентекенпе канашлать, ытти ачасем хушшинче хӑйӗн тӗпренчӗкӗ лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрасса шанать. 1А класра вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ физкультура урокӗнче, 4Б класра – вырӑс чӗлхи урокӗнче, 5А класра – чӑваш чӗлхи, географи урокӗсенче, 7Б класра – вырӑс чӗлхи, литература урокӗсенче пулчӗҫ.