Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ. ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2018

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ. ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2018

2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш диктантне çыртăмăр. Йĕркелÿ комитечĕ чăвашсен паллă çыравçин А.Артемьевăн « Тăван чĕлхе» текста суйласа илнĕ. Пирĕн шкулта 32 çын çырма кăмăл турĕ. Вĕсенчен 5 вĕрентекен.Тĕрĕслесе пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. «5» паллă илекенсем пĕтĕмпе 10 çын, «4» паллă илекенсем 13 çын, «3» паллă илекенсем 7 çын, «2» паллă илекенсем 1ача. Чи нумай ача хутшăннă классем: 8Б тата 10-11классем.