29 ноября 2018 год. Районный конкурс ораторского мастерства.

29 ноября 2018 год. Районный конкурс ораторского мастерства.
Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кÿкеçри вăтам шкулта «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Ăна К.В. Ивановăн «Нарспи» , М. Федоровăн «Арçури» поэмисем «Чăваш юмахěсемпе халапěсем» кěнекере пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнине, паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалланă. Конкурса пуçараканĕ - Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, йĕркелекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Шупашкар районĕн администрацийн вĕренÿпе çамрăксен поитикин пайĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи вĕренÿ организацийĕнчи шкулта малти вырăна тухнă ачасене ирĕк пачĕç.Конкурс виçĕ номенаципе иртрĕ.
    Конкурса хутшăнмалли темăсем:
  • 1 Тăван çĕр-шыв («Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»)
  • 2.Чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»)
  • 3.Çемье («Çемье вăл ырлăх та телей те»)
  • 4.Туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»)
  • 5.Илемлě вулав конкурсěн хутшăнмалли темăсем (К.В. Ивановăн «Нарспи», М. Федоровăн «Арçури» поэмисем «Чăваш юмахěсемпе халапěсем» кěнекере пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнине халалланă)
Конкурс чăвашла иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем чăвашла анчах калаçрĕç.
Конкурсăн муниципалитет тапхăрне хутшăнакан кашни ача хутшăнни çинчен ĕнентерекен свидетельство илчĕç, çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсене тивĕçрĕç. Свидетельствосемпе дипломсене район администрацийĕн вĕренÿ пайě пачĕ. Пирĕн шкулти 7-9 мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Кашниех 1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш степеньлĕ дипломсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Конкурса хутшăнакансем К.В.Иванов «Нарспи», М.Федоровăн «Арçури» поэмисенчи сыпăксене суйласа илсе икĕ номенаципе пăхмасăр каларĕç.
Сиротин А. (9 кл.) М.Федоровăн «Арçури» поэмин сыпăкне илемлĕ вуласа 1-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ.
Курчин К.(7 кл.) К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне илемлĕ вуласа 1-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ.
Ксенофонтова А. (9 кл.) К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне илемлĕ вуласа 3- мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ .
Пастухов О. (7 кл.) К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне илемлĕ вуласа 3-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ.
Михайлова В. (8 кл.) «Çемье вăл ырлăх та телей те» темăпа каласа парса 2-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ.
Ҫĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!
Конкурса хатĕрлекенсем: Ишова А.В., Васильева Л.М.