ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2019

2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш диктантне çыртăмăр. Йĕркелÿ комитечĕ чăвашсен паллă çыннисем, Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн çинчен Владислав Николаев çырнă текста суйласа илнĕ. Пирĕн шкулта 42 çын çырма кăмăл турĕ. Вĕсенчен 5 вĕрентекен тата шкулта ĕçлекенсем. Тĕрĕслесе пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. «5» паллă илекенсем пĕтĕмпе 10 çын, «4» паллă илекенсем 21 çын, «3» паллă илекенсем 11 çын, «2» паллă илекенсем çук. Чи нумай ача хутшăннă классем: 8Б, 8А тата 10-классем.
5а класс ачисем те хастар хутшăнчĕç.
Вĕрентекенсем кашни çулах хутшăнакансем çаксем: Яковлева А.Н., Васильева Л.М., Петрова Р.А., Петрова З.В.,Ишова А. В., Архипова З.М. тата Скворцова Н.Ю пĕрремĕш хут хутшăнчĕç.