Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче Бичурин музейĕнче шкул ачисен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ.
Ҫак конкурсра пирĕн шкул ачисем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем çаксем: Андреев Д., Максимова К. тата Душин П.
Вĕсем шăпа ярса туртса кăларнă темăсене питĕ лайăх каласа пачĕç.
Андреев Д. «Тăван çĕр-шыв» темăна илемлĕ каласа парса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Максимова К. та çак темăнах туртса кăларнă. Вăл вара 2-мĕш вырăн илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Душин П. «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» темăпа каласа парса 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Маттурсем!!! Ҫĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!
Ачасене конкурса хатĕрлекенĕ Альбина Валентиновна Ишова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.