Писательсемпе тĕл пулу.

Писательсемпе тĕл пулу.
Тутаркасси вăтам шкулĕнче юпа уйĕхĕн 25 – мĕшĕнче чăваш писателĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Ку тĕл пулăва Чăваш наци библиотеки иĕркеленĕ. Пирĕн патра хăнара: чăвашсен писателĕсем Ордем Гали тата Ангелина Павловская 5, 8 класс ачисемпе тĕл пулчĕç. Чи малтан Ордем Гали сăмах илчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Кашни ачапа паллашма тăрăшрĕ, виторина ирттерчĕ, тĕрĕс хурав параксене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
Ангелина Павловская хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах вăрман çичен çырнă кĕнеки çинче чарăнса тăчĕ, хĕллехи вăхăтра сырăшсем тумалли çинче чарăнса тăчĕ, йывăçсем лартса хăварма сĕнчĕ, çут çанталăка сыхлама хушрĕ. Пирĕн шкул библиотекине Ордем Гали асăнмаллăх хăйĕн кĕнекисене парса хăварчĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Писательсем савăнсах хуравсем пачĕç. Пурне те тĕл пулу питĕ килĕшрĕ, татах та пирĕн пата хăнара пуласса кĕтетпĕр.
Ангелина Павловская хăй калаçăвне пулас профессипе çыхăнтарса уçларĕ. Унăн калавĕсем нумайăшĕ пулас пурнăç çинчен. Ачасене питĕ усăллă калаçу ирттерчĕ. Ачасем писательсене ăнăçу сунчĕç. Татах тĕл пулăва килме сĕнчĕç. Вĕсем тепре килнĕ çĕре кĕнекисене вуласа тухма шантарчĕç.

IMG 4402

IMG 4406