Неделя чувашского языка

Чăваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа видео ҫине ҫырса илмелле те #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.