Творческая встреча с Улькка Эльмен

Творческая встреча с Улькка Эльмен

Апрель  уйӗхӗн 7 – мӗшӗнче ялти  вулавӑшра  Ольга Геннадьевна Куликова (унӑн литературӑри псевдонимӗ Улькка Эльмен) чӑваш писателӗпе тӗл пулу иртрӗ. Улькка Элмен 1961 ҫулхи августӑн 31 -  мӗшӗнче  Вӑрнар районӗнчи Авкаш Эльмен ялӗнче  ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нурӑсри , Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенчее, «Капкӑн журналта ӗҫленӗ. Унӑн уйрӑммӑн пичетленсе тухнӑ кӗнекесем: «Ма инҫе – ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑỷкӗнỷ», «Ҁирӗп чунлисем телейлӗ» тата «Упраймарӑм сана…» виҫӗ кӗнекерен  тӑрать. Писатель пуринпе те чӑвашла калаҫрӗ. Чӑваш чӗлхи упранса юлтӑр тесе шикленсе калаҫрӗ. Хӑйӗн ачисем те виҫҫӗшӗ те Мускавра тӗпленнӗ, мӑнукӗсем те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хӑй шкулта учитель пулса виҫӗ ҫул кӑна ӗҫленӗ. Шкул ачисенчен:» Кам чӑвашла пӗлет?» - терӗ те. 3а класра вӗренекен Емельянова Дарья ура ҫине тарса:»Эп пеӗлетӗп.», - терӗ те Петӗр Хусанкайӑн сӑввине «Таня» поэмӑн сыпӑкне пӑхмасӑр каласа пачӗ.  Улькка  Эльмене ку хӗрача шутсӑр килӗшрӗ. Вӑл Дашӑна Шупашкарти конкурса пыма сӗнчӗ.  Ачасем те вулакансем нумай ыйтусем патӑмӑмӑр. Писатель пурин ҫине те тимлӗ хуравларӗ. Тӗл пулу юлашки сӑн ỷкерчӗкпе вӗҫлечӗ. Улькка Элмен вулавӑша хӑйӗн кӗнекине «Пурнӑҫ ҫулӑнка лексен…»  (Когда жизнь в ухабе) парнелерӗ. Эпир Тутаркасси вӑтам шкултан Вуннӑмӗш класс ачисемпе тата виҫҫӗмӗш класс ачисем пултӑмӑр